Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Автортан (МЧЧЧФС)

Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ



Чӑваш чӗлхинчи сӑмахсен пӗрлешӗвӗсене (сочетания слов) сӑнасан, вӗсенчи сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ тӗрлӗрен йӗркеленнине асӑрхама пулать. Ҫакӑ вӑл ҫыхӑнакан сӑмахсен пӗлтерӗш уйрӑмлӑхӗсенчен килет.
Тӳрӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем (япаласене, пулӑмсене т. ыт. те тӳрремӗн палӑртакан сӑмахсем) ялан тенӗ пекех пӗр-пӗринпе ирӗклӗ ҫыхӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем сӑмах пӗрлешӗвӗсенче улшӑнма, ылмашӑнма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен: вӑрмантан (ҫуртран, клубран, шкултан т. ыт. те) тух; вӑрмантан тух (кай, кил, ҫит т. ыт. те); илемлӗ (пысӑк, ҫӳллӗ, чул, йывӑҫ т. ыт. те) ҫурт; илемлӗ ҫурт (сад, шкул, вӑрман, кӳлӗ т. ыт. те); колхозниксем ӗҫлеҫҫӗ (выраҫҫӗ, ҫулаҫҫӗ, канаҫҫӗ т. ыт. те); колхозниксем (пионерсем, студентсем т. ыт. те) ӗҫлеҫҫӗ.
Тӳрӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене, вӗсем ытти сӑмахсемпе ирӗклӗ ҫыхӑнура тӑнине шута илсе, тата ирӗклӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем теҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ирӗклӗ сӑмахсен пӗрлешӗвӗсене (свободные сочетания слов) тӑваҫҫӗ. Ҫӳлте илсе панӑ тӗслӗхсем — пурте ирӗклӗ сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем. Вӗсем пуплевре тулли пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем пӗрлешнипе пулнӑ: пӗрисем (вӑрмантан тух, илемлӗ сад) — сӑмах майлашӑвӗсем (словосочетания), теприсем (колхозниксем ӗҫлеҫҫӗ, пионерсем ӗҫлеҫҫӗ) — предложенисем.
Чӗлхере куҫӑмлӑ (тӳрӗ мар) пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем те пур. Вӗсем пурнӑҫри япаласене, пулӑмсене тӳрремӗн мар, куҫӑмлӑ ят параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, тилӗ сӑмахӑн чӗлхере икӗ пӗлтерӗш пур: 1. «тискер кайӑксен пӗр тӗсӗ»; 2. «чее, йӑпӑлти, чее усал ҫын». Пӗрремӗш пӗлтерӗшӗ — тӳрӗ пӗлтерӗш, иккӗмӗшӗ — куҫӑмлӑ пӗлтерӗш. Тилӗ сӑмах хӑйӗн икӗ пӗлтерӗшӗнче те ытти сӑмахсемпе ирӗклӗ ҫыхӑнать. Танл.: тилӗ (тискер кайӑк) чупать, хӑвалать, ҫухӑрать, кӑшлать, чавать т. ыт. те; тилӗ (чее, йӑпӑлти, чее усал сын) калаҫать, чееленет т. ыт. те.
Анчах та чӗлхере час-часах пӗр сӑмах тепӗр сӑмахпа ҫыхӑнма пултарассин чикки пур. Чылай чухне, уйрӑммӑнах, тӳрӗ мар пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем хӑйсен семантикине (пӗлтерӗшне) ҫирӗп палӑртнӑ пӗр е темиҫе сӑмахпа пӗрлешсе кӑна, урӑхла каласан, фразеологиллӗ контекстра ҫеҫ, кӑтартма пултараҫҫӗ. Сӑмахсен ҫакӑн пек пӗлтерӗшӗсене ирӗклӗ мар, е фразеологиллӗ ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшсем теҫҫӗ. Ирӗклӗ мар пӗлтерӗшсем палӑрнипе пулакан самахсен пӗрлешевесене ирӗклӗ мар самахсен пӗрлешӗвӗсем (несвободные сочетания слов) теҫҫӗ. Акӑ, тӗслӗхшӗн кӗр глаголӑн «пурнӑҫлан» пӗлтерӗшнех илер. Вӑл пурнӑҫ япала ячӗпе ҫыхӑнсан тин палӑрма пултарать — пурнӑҫа кӗр. Пурнӑҫ сӑмах кӗр глаголӑн асӑннӑ пӗлтерӗшӗшӗн шӑнӑр сӑмах пулса тӑрать. Ҫапла майпа, пурнӑҫа кӗр — ирӗклӗ мар самахсен пӗрлешӗвӗ.
Ҫавӑн пекех, пут глаголӑн «мӗнле те пулин ӗҫе, кӑмӑл-туйӑма парӑн» пӗлтерӗшӗ те ирӗклӗ мар. Ку пӗлтерӗш ӗҫ, хуйхӑ, шухӑш, ыйхӑ, тӗлӗк сӑмахсемпе пӗрле пулсан ҫеҫ палӑрать: ӗҫе (пуҫӗпех) пут, хуйха пут, шухӑша пут, ыйха пут, тӗлӗке пут. Урӑх самахсен пӗрлешӗвӗсенче пут глаголӑн асӑннӑ пӗлтерӗшӗ пулмасть. Тӗслӗхрен, хурлӑха пут, кичеме пут, ӗмӗте пут, канлӗхе пут, шухӑш-макӑша пут сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем чӗлхере ҫирӗпленмен, пуплевре те тӗл пулмаҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, пут глаголӑн «мӗнле те пулин ӗҫе, кӑмӑл-туйӑма парӑн» пӗлтерӗшӗ палӑрнипе пулакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем — ирӗклӗ мар самахсен пӗрлешӗвӗсем.
Нумай чухне сӑмах пӗрлешӗвӗн пайӗсене пачах та улӑштарма май ҫук. Акӑ, сӑмахран, ҫӑвара шыв сып сӑмах ҫаврӑнӑшнех илер. Вӑл кӑтартакан «шӑплан, калаҫма чарӑн» шухӑш сӑмахсен уйрӑлми пӗрлӗхӗпе кӑна палӑрма пултарать. Енчен те ҫӑвара шыв сып пӗрлешӗвӗн пӗр сӑмахне ҫеҫ тепӗр сӑмахпа ылмаштарас пулсан (калӑпӑр, ҫӑвара сӗт сып е ҫӑвара шыв ҫӑт тес), унӑн хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ ҫухалать. Кунта ҫӑвара шыв сып — ирӗклӗ мар сӑмахсен пӗрлешӗвӗсен тепӗр тӗсӗ. Вӑл пӗрлӗхлӗ, пайланми пӗлтерӗш палӑрнипе йӗркеленнӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ. Ҫакӑн евӗр пӗлтерӗшсем вӗсене палӑртакан сӑмахсен ҫыхӑнӑвне уйрӑлми пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ.
Ҫапла ӗнтӗ, чӑваш чӗлхинче, ҫавӑн пекех ытти чӗлхесенче те, ирӗклӗ самахсен пӗрлешӗвӗсем тата ирӗклӗ мар самахсен пӗрлешӗвӗсем пулаҫҫӗ. Ирӗклӗ мар сӑмахсен пӗрлешӗвӗсене чӗлхе вӗрентӗвӗнче фразеологизмсем, е фразеологи единицисем, теҫҫӗ. Вӗсене тӗпчесе вӗренекен чӗлхе наукин пайне фразеологи теҫҫӗ.
Фразеологизмсен тӗп палли вӑл — тытӑмӗнчи (составӗнчи) сӑмахсем (компонентсем) пӗлтерӗшӗпе пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнни. Ҫак паллӑ фразеологи единицисен тепӗр уйрӑмлӑхӗн — вӗсен пӗлтерӗшӗпе тытӑмӗ (лексикӑпа грамматика составӗ) улшӑнманнин сӑлтавӗ пулса тӑрать.
Паллах, фразеологизмсен семантикипе тытӑмӗ улшӑнманни, яланлӑх пулни чӗлхере майӗпен йӗркеленет, унӑн аталанӑвӗн пӗр-пӗр тапхӑрӗнче пурте усӑ куракан сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пулса ҫирӗпленет.
Фразеологизмсем пуплевре, ирӗклӗ сӑмахсен пӗрлешӗвесем пек, калаҫнӑ вӑхӑтра пулса пымаҫҫӗ. Фразеологи единицисемпе, вӗсем чӗлхен хатӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пулнӑ май, пӗр улӑштармасӑр усӑ кураҫҫӗ.
Ҫапла вара, фразеологизмсем ытти чӗлхе пулӑмӗсенчен (сӑмахсенчен, ирӗклӗ сӑмахсен пӗрлешӗвӗсенчен) ҫак паллӑсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ:
  • икӗ е темиҫе сӑмахран пулаҫҫӗ;
  • компоненчӗсем пӗлтерӗшӗпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑннӑ (пӗлтерӗшӗпе ирӗклӗ мар сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем);
  • пӗлтерӗшӗпе тытӑмӗ улшӑнманни;
  • пуплевре хатӗр халлӗн, пӗр улӑштармасӑр усӑ курни.

Ҫак палӑртнӑ уйрӑмлӑхсене шута илсе, фразеологизмсене ҫакӑн пек определени пама пулать: фразеологизмсем — пӗлтерӗшӗпе тытӑмӗ улшӑнман, пуплевре хатӗр халлӗн пулакан ирӗклӗ мар сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем.
Фразеологизмсем, вӗсем палӑртакан пӗтӗмӗшле пӗлтерӗш компоненчӗсен пӗлтерешӗсемпе мӗнле килӗшсе тӑнине кура, икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ:
  • Фразеологи пӗрлешӗвӗсем (фразеологические сочетания).
  • Фразеологи пӗрлӗхӗсем (фразеологические единства).

Фразеологи пӗрлешӗвӗсем — чӑваш чӗлхи фразеологийӗн чи йышлӑ сийӗ.
Фразеологи пӗрлешӗвӗсем палӑртакан шухӑш, ирӗклӗ сӑмахсен пӗрлешӗвӗсенни пекех, вӗсен тытӑмне кӗрекен сӑмахсен пӗлтерӗшӗсенчен йӗркеленет. Анчах та ирӗклӗ сӑмахсен пӗрлешӗвӗсемпе фразеологи пӗрлешӗвӗсем хушшинче пӗр паллӑ уйрӑмлӑх пур. Пӗрремӗшӗсем ирӗклӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсенчен тӑраҫҫӗ пулсан, иккӗмӗшӗсенче пӗр сӑмахӗ ирӗклӗ пӗлтерӗшлӗ, тепри — ирӗклӗ мар, фразеологиллӗ ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ. Ирӗклӗ мар пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем, каланӑччӗ, хӑйсене тивӗҫ пӗлтерӗшсене шӑнӑр сӑмахсемпе ҫыхӑнса кӑна палӑртаҫҫӗ. Тӗслӗхшӗн айӑпа кӗр фразеологизма илер. Вӑл кӑтартакан «айӑп ту, айӑплан» пӗлтерӗш айӑпа тата кӗр сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем пӗрлешнипе пулать. Анчах та кунта кӗр глагол хӑйне тӗллӗн мӗнле те пулин шухӑша палӑртаймасть, айӑпа сӑмах формипе пӗрлешсе ҫеҫ хӑйӗн ҫӳлте асӑннӑ пӗлтерӗшне палӑртать. Сӑмах майлашӑвӗсене (словосочетания) илес пулсан, уйти сӑмахсем, тулли пӗлтерӗшлӗ пулнӑ май, ытти сӑмахсемпе ҫыхӑнмасӑрах хӑйсен пӗлтерӗшӗсене кӑтартаҫҫӗ (танл.: вӑрмана кӗрайӑпа кӗр).
Фразеологи пӗрлӗхӗсем, фразеологи пӗрлешӗвӗсемпе танлаштарсан, вӗсен пӗтӗмӗшле семантики компонентсен пӗлтерӗшӗсенчен килменнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Фразеологи пӗрлӗхӗсенче компонентсен пӗлтерӗшӗсене уйӑрса палӑртма май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем пайланми пӗлтерӗшлӗ чӗлхе единицисем. Сӑмахран, ҫӑкӑр ҫӗрт фразеологизм палӑртакан «ним уссӑр, никама усӑ кӳмесӗр пурӑн» шухӑш ҫӑкӑр тата ҫӗрт сӑмахсен пӗлтерӗшӗсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, кунта ҫак сӑмахсем хӑйсен яланхи семантикине ҫухатнӑ, вӗсем пӗлтерӗшсӗр компонентсем. Ҫӑкӑр ҫӗрт сӑмах ҫаврӑнӑшӗ хӑйӗн пӗтӗм тытӑмӗпе асӑннӑ пӗлтерӗшне палӑртать. Ҫапла вара, ку фразеологи пӗрлӗхӗ — пайланми пӗлтерӗшлӗ сӑмахсен пӗрлешӗвӗ.
Чӑваш чӗлхинчи фразеологизмсем тытӑмӗпе (структурипе) икӗ пысӑк ушкӑна пайланаҫҫӗ:
1. Тытӑмӗпе предложенисемпе пӗр пек фразеологизмсем. Вӗсем ытларах чухне икӗ тӗслӗ пулаҫҫӗ:
1) ятпа ят сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем: турти кӗске, хӑлхи шӑтӑк, алли кукӑр, ҫамки ансӑр, чӗри хытӑ чул, ӑшӗ-чикки хура кӑмрӑк;
2) глаголпа ят сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем: алли-ури ҫыпаҫатъ, пуҫ тӳпи питӗрӗнмен, чӗре ыратать, алӑсем кӗҫтеҫҫӗ, май килет, пит пиҫет, ури ҫине ӗне пуснӑ, пуҫ тӳпинчен сӗрӗм тухать.
2. Тытӑмӗпе сӑмахсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗсем пек фразеологизмсем. Вӗсем икӗ пая уйрӑлаҫҫӗ:
1) сӑмах майлашӑвӗсемпе пӗр евӗрлисем.
2) тулли тата тулли мар сӑмахсен пӗрлешӗвӗсемпе пӗр евӗрлисем.

Сӑмах майлашӑвӗсемпе пӗр пек фразеологизмсем хӑйсен тытамӗпе тӗрле пулаҫҫӗ. Чӗлхере ҫакӑн пеккисем пур:

  • ятпа ят сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем: хура юн, вӑрӑм чӗлхе, кукӑр алӑ, шампа хырӑм, вӗри ҫӗлен, юплӗ чӗлхе, хаяр куҫ, йӗс пыр;
  • глаголпа ят сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем: алла лек, кӑмӑла йывӑр ил, пуҫа ҫавӑр, йытӑ хӑвала, серепене лек;
  • глаголпа глагол сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем: сӳтсе яв, ӗҫсе ҫи, ҫапса хуҫ, выртса тӑр;
  • наречипе глагол сӑмахсен пӗрлешӗвӗсем: хире-хирӗҫ ҫитер, алӑкӑн-тӗпелӗн кустар, каялла чак.

Чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмах майлашӑвӗсем тытӑмлӑ фразеологизмсем те тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ: пӑшӑл пӑтти пӗҫер, тип мунча кӗрт, алла ирӗке яр, пуҫа йытта хыв, ҫулламан ӗне пӑрушӗсем, икӗ питлӗ хӗҫ.
Тытӑмӗпе тулли тата тулли мар сӑмахсен пӗрлешӗвӗсемпе тан килекен фразеологизмсем, тӗпрен илсен, виҫӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ:
  • ятпа хыҫсӑмах пӗрлешӗвӗсем: вӑкӑр пек (ӗҫле), ҫил пек (вӗҫтер), сӑмах ҫине (кил), ал ҫеммӗн (пурӑн);
  • ятпа пулӑшу глаголӗсен пӗрлешӗвӗсем: шут ту, кӑмӑл ту, харам пул;
  • глаголпа пулӑшу глаголӗсен пӗрлешӗвӗсем: картса хур, туртса хур, татса пар, иртсе кай.

Чӑваш чӗлхинче сайра хутра сӑмахсен сыпӑнуллӑ пӗрлешӗвӗсем евӗр фразеологизмсем те тӗл пулаҫҫӗ: ни вилӗ ни чӗрӗ, унта та кунта та, ватти те вӗтти те, каснӑ лартнӑ.
Словаре чӑваш фразеологийӗн чи йышлӑ ушкӑнӗсенчен пӗрне — глаголпа ят сӑмах фразеологизмӗсене кӗртнӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи наука тӗпчев институтӗнчи словарь картотекипе усӑ курнӑ.

Ку словарь — чӑваш лексикографийӗнче пӗрремӗш опыт. Унта уйрам ҫитменлӗхсемпе йӑнӑшсем те пулма пултараҫҫӗ. Сӗнӳсемпе кӑтартусене ҫак адреспа яма ыйтатпӑр: 428015, г. Чебоксары, Московский проспект, дом 29, корпус 1. Ордена «Знак Почета» научно-исследовательский институт языка, литературы, истории и экономики при Совете Министров Чувашской АССР.
Словарь алҫырӑвӗпе паллашса, рецензилесе, ырӑ сунса лайӑх та усӑллӑ сӗнӳсем парса пулӑшнӑшӑн филологи наукисен докторӗсене И. А. Андреев, Л. П. Сергеев профессорсене, филологи наукисен кандидачӗсене Г. А. Анисимова, А. Е. Горшкова, В. И, Котлеева, Н. П. Петрова, аслӑ наука сотрудникӗсене И. И. Иванова, В. П. Семенова тата филологи наукисен кандидатне, чӑваш чӗлхи учительне Г. В. Лукоянова автор чӗререн тав тӑвать.


Чӑваш чӗлхин фразеологи словарӗн пайӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-16 21:02:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4717 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем